
Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке ача садӗнче «Пӗчӗк чиперкке» конкурс иртет. Унта хутшӑнакан ачасем тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑнаҫҫӗ: хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, илемлӗ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ, ӑсталӑх класне хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем тӗрлӗ уява хутшӑнса мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхене упрама, йӑла-йӗркепе анлӑ паллашса чӑваш культурине хисеплеме вӗренеҫҫӗ.
«Чӑвашлӑх — пирӗн ачасенче», ҫак тӗллевпе педагогсем питӗ анлӑн ӗҫлеҫҫӗ», – тесе пӗлтернӗ Пучинкери «Пучах» ача сачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Дина Трякова.

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.
Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

Йӗпреҫ оокругӗнчи Молния поселокӗнче ейӳ сарӑлнине пула ҫула татма тивнӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче поселок ҫывӑхӗнче ейӳ шывӗ тӑрук хӑпарнӑ. Ҫавна май пысӑк территори шыва каяс хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ поселока илсе ҫитерекен ҫулӑн пӗр пайне татма йышӑннӑ – унтан ейӳ шывӗ юхӗ.
Ҫапла майпа территорие шыв илес хӑрушлӑх пӗтнӗ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула каялла тума тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, паян ирхине кун пек пӑтӑрмах Элӗк округӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче те пулнӑ. Унта кӗпер ҫинчи ҫулӑн пӗр пайне ейӳ шывӗ илнӗ. Ялта вара 158 ҫын пурӑнать.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Елаш ялӗнче пурӑнакан Валентина Архипова ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Валентина Егоровна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ, ҫапах йывӑр ӗҫрен пӑрӑнман: Йӗпреҫ районӗнче вӑрман хатӗрленӗ, Атӑл леш енче торф кӑларнӑ, «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ.
Кайран Валентина Егоровна Елашри фельдшер пунктӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ: куҫ чирӗсенчен сипленӗ, уколсем тунӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Хӑш чухне хӗрарӑмсене ача ҫураттарма та тивнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ӗҫне пӑрахман – вырӑнти фермӑра тепӗр 13 ҫул вӑй хунӑ.
Мӑшӑрӗпе Петр Никитичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл – вӑрҫӑ ветеранӗ. Паянхи кун Валентина Егоровна 10 мӑнукӗпе, 16 кӗҫӗн мӑнукӗпе хӗпӗртесе пурӑнать.

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Капӑр чӑрӑш» конкурс йӗркеленӗ. Ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай вӗренекен хутшӑннӑ, ҫакӑ йӗркелӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ.
«Ал ӑстисем пирӗн пӳлӗме ытарма ҫук хитре чӑрӑшсемпе тултарчӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем хастар пулчӗҫ», — тесе ҫырнӑ Елена Атаманова.
Ҫак кунсенче ҫӗнтерӳҫӗсене вырӑна ҫитсех чыслама тӗв тунӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти тата Елчӗк шкулӗнчи хастарсем дипломлӑ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ытти тӑрӑха та ҫитсе килесшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарасшӑн.

Республикӑра чи лайӑх класс ертӳҫисене палӑртнӑ. Пилӗк лауреат пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Максим Донин (Улатӑрти 6-мӗш гимнази), Татьяна Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗ), Наталия Качалина (Шупашкарти 45-мӗш шкул), Александра Митрофанова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул), Ирина Рындина (Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха шкулӗ).
Палӑртса хӑварар: финалта пӗтӗмпе18 педагог кӗрешнӗ.

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Энтриелти культура ҫуртӗнче сӗтелҫи теннисӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Турнирӑн тӗп тӗллевӗ вӑй-хал культурине тата халӑх хушшинче активлӑ пурнӑҫ йӗркине сарасси пулнӑ.
Ӑмӑртӑва Энтриелти территори пайӗнче пурӑнакан тӑхӑр спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем ку тӑрӑхӑн чи лайӑх теннисист ячӗшӗн кӗрешнӗ. Хутшӑнакансен йышӗ пысӑк пулман пулин те, вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Спортсменсем ракеткӑпа ӑста усӑ курнине кӑтартнӑ, кашниех ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ.
Судьясем пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн чи вӑйлӑ виҫӗ вылякана палӑртнӑ. Сӗтелҫи теннисӗнче Антон Шумерина ҫитекенни пулман — вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тата чемпион титулне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Александр Семёнов тухнӑ, виҫҫӗмӗшне вара Кирилл Гаврилов йышӑннӑ.
Турнир ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене медальсемпе тата хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Йӗпреҫ округӗнчи Пӑва поселокӗнче культура ҫурчӗн тӑрри ишӗлсе аннӑ. Ҫак пӑтӑрмах пирки округ пуҫлӑхӗ Игорь Семенов хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку ҫурта 1937 ҫултах туса лартнӑ. Игорь Семенов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт кивӗ пулин те, пӑтӑрмаха ҫавах сирӗҫ.
Округ пуҫлӑхӗ тӳрех пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫитнӗ. Унта вӑл мӗн пур служба ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Ҫак тӗлпулӑва район прокурорӗ Василий Николаев та хутшӑннӑ.
Ҫурт таврашне тӳрех картласа хунӑ. Администраци ӗҫченӗсене, библиотекарьсене тата культура ӗҫтӗшӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсене Пӑва поселокӗнчи ача пахчинчи пушӑ пӳлӗмсенче вырнаҫтарнӑ. Унта кӗмелли уйрӑм алӑк пур. Ҫавӑнпа социаллӑ учрежденисен ӗҫӗ пӗр вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ.
Ҫав хушӑрах ятарлӑ специалистсем культура ҫуртне тӗпчесе тухнӑ. Вӗсен пӑтӑрмах калӑпӑшне тата укҫа-тенкӗ енчен мӗн чухлӗ сиен кӳнине палӑртмалла пулӗ.

Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Ҫармӑс ялӗнче пурӑнакан Авдеевсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем 1961 ҫулта пӗрлешнӗ.
Вӗсен пурнӑҫӗнчи чылай ҫул колхозпа ҫыхӑннӑ. Митрофан Александрович нумай вӑхӑт механизаторта ӗҫленӗ, Вера Спиридоновна колхоз уй-хирӗнче тӑрӑшнӑ. Иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗсем ята тивӗҫнӗ.
Авдеевсем 4 ывӑлпа 4 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 20 мӑнукӗпе тата 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Хисеплӗ мӑшӑра саламлама Йӗпреҫ округӗн администрацийӗнчен те, вырӑнти администрацирен те килнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан кинемей юр вӑйлӑ ҫуса лартнӑ хыҫҫӑн пӳртрен тухайман. Ватӑ ҫын ҫухалса кайман — 02 номерпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Ун патне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Участковӑйпа ҫул-йӗр инспекторӗ кинемей пӳрчӗ патне пыракан ҫула ҫур сехетре тасатса панӑ, ватӑ ҫын урама тухма пултарнӑ.
